Паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Чи малтанах Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисене епле пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухрӗҫ. Докладшӑн яваплӑ Казакова Т.В. ӗҫсем мӗнле пыни пирки кӗскен каласа пачӗ: кӗнекесем туянни ҫинчен, халӑх ушкӑнӗсенчи ӗҫсем ҫинчен, фестивальсемпе юрӑ-ташӑ ӑмӑртӑвӗсем пирки. Ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫма пуҫласан вулашӑври кӗнеке куравӗсен ячӗсем вырӑсла пулнине асӑнчӗ. Пачах вырӑсла мар ӗнтӗ — кӑнтӑрти районсенче ку тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх — стендсен ячӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыраҫҫӗ, Шупашкара ҫывхарнӑ май вара ҫак йӑла япӑхланса пырать. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ килес ҫул ятсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыртарассипе акцентласа ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Докладӑн тулли тексчӗпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнӑ май ытти учрежденисене те чӗлхесен саккунне пурнӑҫлама ыйтмалли пирки, уйрӑмах ятсене чӑвашла ҫыртармалли пирки калаҫрӗҫ.
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ — унта «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Чӑваш Рсепубликин саккунӗ епле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӗҫ (проекчӗпе кунта паллашма май пур), Культура министерсвин учреждени ячӗсен чӑвашла куҫарӑвне пӑхса тухӗҫ, кӑҫал «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш чӗлхин орфографийӗ тавра пичетленнӗ статьясене тишкерӗҫ.
Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ.
Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси.
«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе Атнер Петрович Хусанкай паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ.
Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Комисси пайташӗсем пухӑнса ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ:
1. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти урам тата обществӑллӑ транспорт чарӑну ячӗсен чӑвашла варианчӗсене ҫиррӗплетесси. Ку ыйтӑва пӗлтӗрех сӳтсе явма пуҫланӑччӗ, анчах та вӑл вӑхӑтра пӗтӗмӗшле лайӑххӑн хатӗрлесе ҫитерейменнине пула тепӗр ларӑва куҫарма шутларӗҫ. Хальхинче вара чӑвашла ятсене йышӑннӑ — вӗсене ҫитес вӑхӑтра комисси сайтӗнче вырнаҫтарӑпӑр. Ыранах ҫуртсенчи тӗрӗс мар вараинтсем ҫухаласси пулмасть — комисси ку ятсене сӗнет йышӑнать кӑна. Ятсене ҫӗнетесси вара ыттисен ӗҫӗ.
2. Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли кӗнекисенче усӑ куракан хӑш-пӗр терминсене ҫирӗплетесси. Вӑл терминсене ҫирӗплетнисӗр пуҫне Вӗрентӳ министерствин тулли ятне ҫирӗплетнӗ — малашне ӑна «Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политики министерстви» ятпа (асӑрхӑр: «политики» сӑмахра «Н» ҫук) ҫырмалла. Терминсене те ҫитес вӑхӑтра сайтра вырнаҫтарӑпӑр.
Ҫавӑн пекех комисси пайташӗсем сайтпа паллашрӗҫ: ӑна епле калӑпланипе, сайт урлӑ килнӗ ҫырусемпе.
Ҫӑвӑн 15-пе 20-мӗш кунӗсенче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗнче чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ интернет-олимпиада иртрӗ. Шкул ачисен 35 минут хушшинче тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравлама тиврӗ: К.В. Иванов ҫуралнӑ килӗнче мӗнле учреждени вырнаҫни пирки, ун ячӗпе хӑш ҫул укҫа кӑларни пирки, литература ӗҫне хӑш ҫулта пуҫӑнни пирки, «Нарспие» пӑлхарла кам куҫарни пирки, ҫав поэмӑнах поэт хӑш сыпӑкран ҫырма пуҫлани пирки.
Ӑмӑртӑва пурӗ пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Пур ыйту ҫине те тӗрӗс хуравлаканнисем те чылай. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви дипломсемпе чыслӗ. Пӗрремӗш 10 вырӑна лекнӗ ачасене ҫавӑн пекех Инҫет вӗрентӳ центрӗ «Интернет-олимпиадӑн лауриат сертификатне» парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |